Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.3 °C
Нумай итле, сахал калаҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ан ман (Николай Карай)

Эп каятӑп. Эс юлатӑн.
Ан хӗрет йӗрсе куҫна.
Сан питри куҫҫуль пылаккӑн
Темшӗн туйӑнчӗ мана.

Аякра чух сенкер тунсӑх
Вылӗ час-часах чунпа.
Юрату епле-ха унсӑр? —
Юрату хитре унпа.

Шантарса сана калатӑп:
Тухас ҫук эс ман асран.
Аякри ҫултан мана та
Эс кӗтсе илме ан ман.

Николай Карай


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2005-10-30 14:44:05 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4472 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем